Ӗнер пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫумӑр лӳшкессине, ҫил-тӑвӑл алхасассине синоптиксем ӗнер асӑрхаттарни тӳрре килчӗ. Вӑрмар районӗнчи Енӗшпуҫӗнче тата Ичеснер-Атайкассинче паян ирччен ҫутӑсӑр ларнӑ.
Иртнӗ талӑкра пирӗн республикӑра вӑтамран 42 мм ҫумӑр ҫунӑ. Улатӑр тата Канаш хулисенче, Улатӑр, Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче талӑкра уйӑхри чухлӗ (58 миллиметртан пуҫласа 80 мм таран) ҫунӑ.
Паянтан пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗчченех ҫанталӑк начар тӑмалла, инкек-синкек тухас хӑрушлӑх пысӑк. Ӗнер Канаш районӗнчи 11 ялта ҫутӑсӑр юлнӑ, анчах ятарлӑ службӑсем инкеке виҫӗ сехетре пӗтернӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи 97 ҫурт та пӗр вӑхӑтлӑха ҫутӑсӑр юлнӑ. Вӑрмар районӗнчи инкеке пӗтерессипе яваплӑ службӑсем паян ирпе те ӗҫленӗ.
Улатӑрта пурӑнакансем Комаров урамӗ пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Подслушено Алатырь» ушкӑнра хӑйӗн ятне кӑтартма ыйтман ҫын унти хӑтлӑх ҫуккине пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, виҫӗ ҫурта хута янӑ хыҫҫӑн йӗрке туман. Строительсем ҫуртсене хӑпартасса хӑпартнӑ. Анчах унта пыма тата унтан иртсе кайма меллӗ мар-мӗн. Сӑмаха ҫирӗплетме ҫав ҫын сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ.
Нумай хутлӑ виҫӗ ҫурта хӑпартакансем туалетне те ҫавӑнтах хӑварнӑ, кабельсем те унтах йӑваланаҫҫӗ. «Пирӗн ҫырусене администраци хуравламасть», — тесе ҫырнӑ унта. Вырӑнти тӳре-шара халӑх пӑшӑрханӑвне хӑлхана та чикмест тенипе пуҫлӑхсем килӗшесшӗн мар. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫуртсене туса кӑна пӗтернӗ, ҫавӑнпа тирпейлесе ӗлкереймӗн.
Етӗрне районӗнче ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗччен Н.В. Овчинников ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери пленэр иртнӗ. Унта Шупашкарти, Волгоградри, Пензӑри, Ӗрӗнпурти, Хусанти, Самарӑри, Пенза облаҫӗнчи Сердобскри, Эстонири Таллинти паллӑ художниксем пухӑннӑ.
Вӗсем Етӗрнери А. В. Асламас ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем валли ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасене ӑстасем живопиҫ вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарнӑ, пултарулӑх утӑмне епле туни ҫинчен те кӗскен каласа кӑтартнӑ. Хӑюллӑраххисем художниксене ыйтусем те панӑ, вӗсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Аслисем ачасемпе кӑмӑлтан калаҫнӑ, илем тӗнчинче пурин вырӑн епле тупнине ӑнлантарнӑ, илеме туйма пӗлмелле тесе каланӑ.
Чӑваш Енре каллех ют ҫӗршыв ҫыннисене тытса чарнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем миграци саккуне пӑснӑ.
Ют ҫӗршыв ҫыннисене Улатӑр хулинче тытса чарнӑ. Вӗсем Казахстан еннелле ҫул тытнӑ пулнӑ. Автобусра ют ҫӗршыври 9 ҫын пулнӑ.
Тытса чарнӑ ҫынсем тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Миграци саккуне пӑснӑскерсене штраф тӳлеттернӗ: кашнине 2 пин тенкӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсене Раҫҫейрен тӑван тӑрӑхне ӑсатмалла тунӑ.
Водитель те ют ҫӗршыв ҫынни пулнӑ. Ӑна та 2 пин тенкӗ штраф ҫырса панӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра пурӑнакансене ейӳ нуша кӑтартман. Ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ тунӑ ейӳпе кӗрешекен комисси.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ сарӑласран сыхланас енӗпе ирттерекен мероприятисене республикӑри пур муниципалитетра та пурнӑҫланӑ. Кӑҫал ялсем тата экономика объекчӗсем ейӳ нушине курман.
Аса илтерер: кӑҫал Чӑваш Енри 16 муниципалитетри 55 ялта ейӳ сарӑлма пултарассине пӗлтернӗччӗ. Вӗсенче пӗтӗмпе 2200 ҫын пурӑнать. Малтан кӑҫалхи ейӳ Улатӑр, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районӗсенче уйрӑмах хӑрушӑ пулассине каланӑччӗ.
Улатӑр районӗнчи Чуварлей хӗрӗ Мускаври парада хутшӑннӑ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» паянхи номерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пике Сарӑту облаҫӗнчи Вольск хулинчи ҫар институтӗнче вӗренет. Асӑннӑ аслӑ шкулта пӗлӳ илекен хӗрсем Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне кӑҫалхипе иккӗмӗш хут хутшӑннӑ. Ҫар институтӗнче вӗренекен Улатӑр районӗнчи Чуварлей пики Кристина Иванова та унта пулнӑ.
«Парада Вольскри ҫар институчӗн 88 курсанчӗ, ялав йӑтакан Гущина аслӑ лейтенантпа унӑн ассистенчӗ Дикунова ефрейтор ытти маттур ҫамрӑкпа пӗрле Хӗрлӗ лапамра стройпа мӑнаҫлӑн утнӑ», — хыпарланӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн паянхи кӑларӑмӗнче.
РФ Хӳтӗлев министерстви Кристинӑна «Ҫӗнтерӳ кунӗнчи ҫар парадне хутшӑннӑшӑн» медальпе чысланӑ.
Улатӑр районӗнче юрӑхсӑр тепловоза пула вӑрман ҫунма тытӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пушара халь те сӳнтерейменни пирки ҫырнӑ.
Аса илтерер: вӑрман ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫунма тытӑннӑ. Ӑна ҫийӗнчех сӳнтерме тытӑннӑ. Ӗнер ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ ку ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ.
Министр Улатӑр районӗнчи вӑрманти лару-тӑрупа паллаштарнӑ, малашне мӗн тумаллине палӑртнӑ. «Кире лисничествин» директорӗ Александр Мартынов каланӑ тӑрӑх, техника вӑрманти мӗнпур вырӑна кӗреймест, ҫавӑнпа пушар сӳнтерес ӗҫе лесничество ӗҫченӗсем, волонтерсем хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта синагога пулӗ. Вӑл республикӑн тӗп хулинчи Университет урамӗнчи 24-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫӗ.
Раҫҫейри еврейсен общинин федерацине ҫӗр лаптӑкӗ пама Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн хушу проектне хатӗрленӗ. Ӑна республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче пичетленӗ.
Синагога тата община центрӗ тума 5,4 пин тӑваткал метр лаптӑк уйӑрӗҫ.
Сӑмах май, тӗн е ыркӑмӑллӑх организацийӗсене патшалӑх тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗре тӳлевсӗрех усӑ курма 10 ҫуллӑха пама юрать. Кун пирки РФ Ҫӗр кодексӗн 39.10 статйин 2-мӗш пункчӗн 3-мӗш ҫум пунктӗнче пӑхса хӑварнӑ.
Маларах эпир Улатӑр районӗнчи тӗп пульница шутланнӑ ҫурт Вырӑс православи чиркӗвӗн унти епархине куҫнине хыпарланӑччӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратури ишӗлекен ҫуртсене сӳтесси (вӗсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ, ҫурчӗсем тӑрса юлнӑ) епле пынине тишкернӗ.
Кивӗ ҫуртран куҫармалли 2013–2017 ҫулсенчи республика программине 844 ҫурта кӗртнӗ. Патӑрьел, Елчӗк районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта япӑх ҫурт-йӗр ҫук-мӗн.
Прокуратура тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 553 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсенчен 364-шне ишнӗ, ыттисене тӗкӗнмен.
Пушанса юлнӑ ҫуртсене пӗтӗмпех пушатса пӗтернисем — 10 муниципалитет: Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай.
12 район-хулара 189 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗнӗ куҫарса пӗтермен, ҫав шутран 72-шӗнчен куҫармалли вӑхӑт иртсе кайнӑ. Вӑхӑтра мера йышӑнманнисем шутӗнче прокуратура, Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене, Улатӑр, Элӗк, Вӑрмар, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене асӑннӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Енре эрех ӗҫсе 200 ытла ҫын шар курнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, кӑҫал эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ пӗчӗкленнӗ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр пирвайхи 3 уйӑхра 301 ҫын эрехпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсенчен 65-ӗшӗ вилнӗ.
Ытларах чухне арҫынсем шар курнине палӑртмалла. Ку кӑтарту 78,6 процентпа танлашать. Кӑҫал 14 ҫула ҫитмен 5 ача эрехпе наркӑмӑшланнӑ.
Куславкка, Комсомольски, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле районӗсенче, Канаш, Шупашкар хулисенче наркӑмӑшланнӑ тӗслӗх нумай пулнӑ. Улатӑр, Комсомольски, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле районӗсенче, Ҫӗмӗрле хулинче эрехпе наркӑмӑшланнӑ пур ҫын та вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |